Кая юлса та пулин ҫак хыпара сире пӗлтерес: паян (пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче) Красномармейскинчи Халӑх пултарулӑх ҫуртӗнче «Шетмӗпе Ҫавал кӗввисем» кункурсӑн иккӗмӗш пайӗ иртет. Вӑл шӑп та лӑп 18 сехетре паян пуҫланнӑ. Конкурса Шетмӗпе Ҫавал юханшывсем тӑрӑхӗнче вырнаҫнӑ районсенчи пултарулӑх ушкӑнӗсем хутшӑнаҫҫӗ Вӑл тӑрӑха Элӗк, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Красноармейски, Ҫӗмӗрле, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш районӗсем кӗреҫҫӗ — ҫур республика!
Конкурсӑн пӗрремеш пайӗ иртнӗ ӗнтӗ — вӑл кашни районта пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче пулнӑ. Кашни районтан чи лайӑх ушкӑна суйласа илсе вӗсене иккӗмӗш пайне кӗртеҫҫӗ.
Раштавӑн 22-мӗшӗнче Шӑхасанти физкультурӑпа спорт комплексӗнче арҫын ушкӑнӗсен хушшинче Канаш районӗн волейбол кубокӗ иртрӗ. Унта Тӑвай районӗн ушкӑнӗ те хутшӑнчӗ. Хӑйсен ушкӑнӗнче иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ хыҫҫӑн ҫурма финалта вӑл тепӗр ушкӑнта пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ Вӑрнар районӗн ушкӑнӗпе выляма тӳр килчӗ. Чи малтан вӑйӑ Тӑвайсене майлӑ пычӗ — 1-мӗш партинче ҫӗнтерчӗҫ, анчах та вӗҫӗнче Вӑрнар районӗн ушкӑнӗ лайӑхрах выляма пуҫланӑ пирки Тӑвайсем выляса ячӗҫ.
3-мӗш вырӑншӑн Комсомольски районӗн ушкӑнӗпе ӑмӑртма тиврӗ. Йывӑр кӗрешӳре ҫӗнтерсе ҫак волейбол кубокӗнче 3-мӗш вырӑн йышӑнчӗҫ.
1-мӗш вырӑн Вӑрнарсене, 2-мӗш вырӑн Шупашкар районӗн ушкӑнне лекрӗ.
Аҫӑмҫырми ял клубӗн ӗҫченӗсем Ҫӗнӗ Ҫул уявне хатӗрленеҫҫӗ. Нумай пулмасть вӗсем 6-мӗш клас ачисемпе пӗрле «Ҫӗнӗ ҫул култармӑшӗсем» ятлӑ ӳкерчӗксен конкурсне йӗркелесе ирттерчӗҫ.
Ачасемех Ҫӗнӗ Ҫулпа ҫыхӑннӑ ӳкерчӗксемпе клуб чӳречисене ерешлесе тухрӗҫ.
Конкурса пӗтӗмлетнӗ хыҫҫӑн пур хутшӑнакана та пылак ҫимӗҫсем парнелерӗҫ.
Вӑрнар районӗнче авӑн уйӑхӗн 20-мӗшӗпе юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗччен «Йывӑҫ ларт та упра» уйӑхлӑх мероприяти иртӗ. Ҫапла май халӑха ҫутҫанталӑка упрама вӗрентесшӗн. Уйӑх хушшинче ирттермелли мероприятисен планне йышӑнса ҫирӗплетнӗ те ӗнтӗ.
Район ертӳҫи Анатолий Кузьмин хӑйӗн хушӑвӗнче ялсемпе хуласен тӑрӑх пуҫлӑхӗсене вырӑнта йывӑҫсем лартмалли, тавралӑха илемлетсе типтерлемелли ӗҫе йӗркелеме хушнӑ. Йывӑҫсем ҫырмасемпе пӗвесем, ҫулсен хӗрринче пушшех те кирлӗ. Лартмалла кӑна мар, пуррисене те пӑхса тӑмалла.
Ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Аҫӑмҫырми ялӗнче 18-мӗш моделлӗ вулавӑш уҫӑлнӑ. Вулавӑша уҫӑс умӗн унта юсав ӗҫӗсене иртернӗ, ҫӗнӗ сӗтел-пукан туяннӑ.
Аҫӑмҫирма ял вулавӑшӗн Михайлова Надежда вулавӑшҫӑ килнӗ ҫынсене вулавӑш кун-ҫулӗпе тата вулавӑшӑн ҫӗнӗлле ӗҫлеме май пакаран информаци мелӗсемпе паллаштарчӗ. Вулавӑша уҫнӑ тӗле ҫӗнӗ «Село гордится земляками» презентаци те хатӗрленӗ.
Тав сӑмахӗсене ҫавӑн пекех ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Петров Олег, Аҫӑмҫырми вӑтам шкул директорӗ Ильин Василий Ильич, тата ытти ял ҫыннисем каларӗҫ.
Вӑрнар издательство ҫурчӗн директорне тата тӗп редакторне гонорарсене хӑй аллине илнӗшӗн айӑплав приговорне вуласа панӑ.
2003 ҫултан пуҫласа 2005 ҫулхи юпа уйӑхӗ таран Фомина хӑйӗн вырӑнне усӑ курса кӑсьине укҫа вӑрласа пурӑннӑ. Следовательсем пӗлтернӗ тӑрӑх Фомина сакунсӑр автор гонорарӗсене палартнӑ, укҫине вара хӑйне илнӗ. Материалсен авторӗ шутне вӑл предприятире ӗҫлекен бухгалтера ҫырнӑ. Кайран вара, лешӗ укҫине ӑна хӑйне панӑ. Пӗтӗмӗшле Альбина Фомина хӑйӗн кӑсьине 26 пин ытла укҫа чикнӗ.
Гонорарсене хӑй аллине илнӗшӗн Альбина Фоминана икӗ ҫул ҫурӑ условлӑ наказани панӑ. Пӗр ҫул ҫурӑ хушши тӗрӗслев вӑхӑтне иртерме тивӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 765 - 767 мм, -9 - -11 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Еллиев Ефрем Васильевич, чӑваш ҫыравҫи çуралнă. | ||
| Григорий Кели, чӑваш ҫыравҫи, литература критикӗ вилнӗ. | ||
| Зайцев Александр Данилович, журналист, профессор ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Чӑваш Республикин театр ӗҫченӗсен пӗрлешӗвне йӗркеленӗ. | ||
Пулӑм хуш... |